Чувашская республиканская общественная организация «Союз женщин Чувашии»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Чăваш халăх йăли-йĕркине упраканĕ" ята тивĕҫрĕ пирĕн ентеш Эльвира Кириллова

16:00 15 октября 2019 г.

Чăваш наци конгресĕн "Чăваш хĕрарăмĕ" комитечĕн пуҫарăвĕпе юпан 12-мĕшĕнче  Шупашкарти Туслăх ҫуртĕнче регионсен шайĕнчи  "Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуҫăма" конкурс-фестивалĕ ҫÿллĕ шайра иртрĕ.
Конкурса Чăваш Ен тата Раҫҫей регионĕсенчи ялсенче пурăнакан пурĕ 16 чăваш хĕрарăмĕ хутшăнчĕ.

Пенза, Пушкăрт, Чĕмпĕр тăрăхĕсенчи тата  Ленинград облаҫĕнчи чи хастар чăваш хĕрарăмĕсем хамăр республикăри районсенчен килнисемпе пĕр тан, тен хăш-пĕр енĕпе пултаруллăрах та пулчĕҫ.

Пурĕ пилĕк тĕрлĕ номинацири тупăшура  тĕлĕнмелле пултаруллăх кăтартрĕҫ мероприятие хутшăнакан чăваш  хĕрарăмĕсем. Пирĕн район чысне Ҫĕнĕ Пуянкасси шкулĕнче вĕрентекен, вырăнти культура ҫуртĕнчи пултарулăх ушкăнне хутшăнакан Эльвира Николаевна Кириллова хÿтĕлерĕ.

Чи малтан видеомелĕпе хăйсемпе паллаштарчĕҫ хĕрарăмсем, чăваш тумне тăхăнса  сцена ҫинче утса хăйсене илемлĕн кăна кăтартрĕҫ, пултарулăх енĕпе тупăшрĕҫ, техĕмлĕ апат - ҫимĕҫпе сăйларĕҫ, халăх йăли - йĕркипе килĕшÿллĕн хăйсен ҫемьери тивĕҫĕсене уҫса пачĕҫ.

Эльвира Николаевна ҫак уява пĕтĕм ҫемьипех хутшăннă.  Даниилпа Олеся ачисем,  мăшăрĕ Сергей Павлович, амăшĕ Светлана Ивановна, Ҫĕнĕ Пуянкассинчи Татьяна Ефимовăпа Лариса Соловьева   культура ĕҫченĕсем, "Задоринки" ташă ушкăнĕ илем кÿчĕҫ кашни тупăшăва.

"Чăваш халăх йăли-йĕркине упраканĕ" ята тивĕҫрĕ пирĕн ентеш Эльвира Кириллова.

Тушкил ялĕнчи Ольга Ивановна Сергеева таврапĕлÿҫĕн тÿпи те пысăк пирĕн район ҫынни сумлă номинаци йышăннинче. Ҫапла вара Эльвира Николаевна пĕтĕм чун - чĕререн саламлатпăр, малашне те ҫитĕнÿсем тума сунатпăр.

Союз женщин Чувашии

Первоисточник: Янтиковский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
Чувашская Республика, г. Чебоксары, пл. Республики, д. 2, оф. 119
Телефон: (8352) 62-81-77
Факс: (8352) 62-81-77
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика