Чувашская республиканская общественная организация «Союз женщин Чувашии»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Актуально » Состоялась деловая встреча руководителя чувашской национально-культурной автономии Ленинградской области и города Санкт-Петербург Валериана Гаврилова с председателем Союза женщин Чувашии Натальей Николаевой

09:52 11 августа 2020 г.

Юлашки вăхăтра Ленинград тăрăхĕнчи чăваш наципе культура автономийĕ хăйĕн хастарлăхĕпе палăрса тăрать.

Пĕрлĕх ертÿçи, Вăрмар тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ Валериан Анатольевич Гаврилов тăван енре каннă вăхăтра та вăхăта ахаль ирттерместь, ĕçлĕ тĕлпулусем йĕркелет.

Çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Валериан Анатольевичăн Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн ертÿçипе Наталья Алексеевна Николаевăпа ĕçлĕ тĕл пулу иртрĕ. Тĕл пулăва Валериан Гавриловпа пĕрле Питĕрти чăвашсен пĕрлĕхĕнче чăваш чĕлхи факультативне ертсе пыракан Наталия Бахматова, Питĕрти чăвашсен ЧНК çумĕнчи элчи Надежда Васильева, ЧНК пресс-службин ертÿçи, президиум пайташĕ Зоя Яковлева та килчĕç.

Нева шывĕ хĕрринче пурăнакан ентешсен ертÿçи Валериан Гаврилов Наталья Алексеевнăна хăйсен ĕç-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Юлашки вăхăтра Ленинград тăрăхĕнче чăваш культурине кăна мар, наука, экономика тата ытти енĕпе аталантарас енĕпе тăрăшса ĕçлеççĕ. Хамăрăн йăла-йĕркепе ытти халăх ывăл-хĕрне паллаштарма кунта виçĕ чăваш юрăпа ташă ансамблĕ, чăваш чĕлхине вĕренес енĕпе факультатив ĕçлет, Ленинград тăрăхĕнчи Нацисен суртĕнче интерактивлă чăваш этнографи музейĕ уçнă, Чăваш Ен историйĕ, паллă ентешсем çинчен наука тĕпчевĕсем тăваççĕ, хаçат - журнал, кĕнекесем кăлараççĕ, чăваш ывăл-хĕрĕсене Питĕрти аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕме майсем туса параççĕ, Чăваш Енпе Питĕр хулин суту-илÿ çыхăнăвĕсене йĕркелеççĕ, тата ытти те. Паллах, çак пысăк ĕçсене тума пирĕн ентешсене Чăваш наци конгресĕ тĕрлĕ енлĕн пулăшса пынине каларĕ Валериан Гаврилов.

Нумаях пулмасть Питĕр хулинче чăвашран тухнă офицерсен пĕрлĕхне туса хунă, халĕ кунти чăваш хĕрарăмĕсен организацине туса хурас енĕпе ĕçлеççĕ. Унăн ертÿçи пулма Наталия Бахматовăна палăртнă. Валериан Гаврилов Чăваш Ен хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ Питĕрти чăваш хĕрарăмĕсене ку енĕпе пулăшасса шаннине пĕлтерчĕ.

Наталья Николаева Чăваш Хĕрарăмĕсен Канашĕ пурнăҫланă тата палăртнă ĕçсемпе паллаштарчĕ.

Тĕл пулура сÿтсе явмалли ыйтусем нумай пулчĕç. Калаçу икĕ еншĕн те усăллă пулчĕ.

Союз женщин Чувашии

Первоисточник: https://www.instagram.com/chnk_pressa/

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
Чувашская Республика, г. Чебоксары, пл. Республики, д. 2, оф. 119
Телефон: (8352) 62-81-77
Факс: (8352) 62-81-77
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика