Чувашская республиканская общественная организация «Союз женщин Чувашии»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн яваплăхĕ

14 июня 2011 г.

Хĕрарăм кирек хăш ĕçре те маттур, çапах вăл çут тĕнчене чи малтанах амăшĕ пулма килет. Тĕпренчĕкне никамран ытла юратма, ăнланма, каçарма, хÿтĕлеме пĕлет вăл. Амăшлăх туйăмĕ вăй-хăват, çирĕплĕх, чăтăмлăх хушать.

Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен канашĕ “Эпĕ - анне” сăн ÿкерчĕк конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Тупăшăва хутшăнакансем пурнăçăн пĕр самантне кăтартнипе çырлахман, хăйсем, хĕрĕсем, ывăлĕсем, мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем пирки çырса янă. Телейпе, чун ăшшипе, юратупа тулнă сăн ÿкерчĕксем. Сăмах май, конкурса 150 амăшĕ хутшăннă.

Çĕнтерÿçĕсене палăртма çăмăл пулмарĕ. Чыслава килнĕ амăшĕсене, “Мухомор” спектакль курма пынă ачасене ЧР Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçин çумĕ, Шупашкарти Мускав район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Нина Глотова саламларĕ. Пĕчĕккисемпе те калаçу пуçарчĕ вăл.

“Амăшлăхăн сумлă тĕслĕхĕшĕн” ятарлă номинацире ачаш чунлă, çав вăхăтрах çирĕп кăмăллă икĕ хĕрарăм мала тухрĕ. Серафима Дружинина Патăрьел районĕнчи Алманчă ялĕнче 1936 çулта çуралнă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ пилĕк пепкине пурнăç çулĕ çине тăратнă. “Тĕпренчĕксем пĕрремĕш хут “атте-анне” тени халĕ те асра. Пирĕн çурт çумĕнченех вăрман пуçланать. Уроксем хыççăн ачасемпе куллен уçă сывлăшра уçăлса çÿреттĕмĕр. Çула май вут-шанкă пуçтарнă, курăк çулнă. Хур-кăвакал пек умлă-хыçлă утакан пепкемсене кÿршĕсем те аякранах паллатчĕç. Ачасем пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă: пĕри - строитель, тепри - вĕрентекен, виççĕмĕшĕ - экономист, иккĕшĕ - медицина ĕçченĕ. Пурте çемьеллĕ. 11 мăнук, мăнуксен 2 ачи - куç тулли савăнăç. Вĕсем те тăрăшуллă та çаврăнăçуллă. Ачасене килтен ăсатнă чухне ирĕксĕрех куç шывланать. Анчах пурнăçăн хăйĕн йĕрки...” - палăртать Серафима Николаевна. Иккĕмĕш çĕнтерÿçĕ, Комсомольски районĕнчи Валентина Митюкова, чыслава пысăк çемйипе çитнĕ. Сцена çине те чунран юратакан ачисемпе тата мăнукĕсемпе тухрĕ вăл.

Патăрьел районĕнчи Гульнара Масяева виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Вĕсем мăшăрĕпе пилĕк хĕрпе пĕр ывăл çитĕнтереççĕ. “Киле “çĕн кайăк” вĕçсе кĕни - пысăк телей. Тăватă хĕр çуратсан та мăшăрăма ывăл парнелес килетчĕ. 2007 çулта шăпах Амăшĕн кунĕнче пирĕн килте йыш хушăнчĕ. Ывăлпа хĕр - Ирек тата Ирке - çут тĕнчене килчĕç. “Тавах, Гульнара” - хыттăн ыталарĕ мăшăрăм Мукатдес. Куçĕнче савăнăç куççулĕ йăлтăртатнине асăрхарăм. Пĕрлешнĕренпе те çакăнтан ăшă та çепĕç сăмах илтмен ахăр...” - каласа кăтартать Гульнара Максутовна.

Вăрнар районĕнчи икĕ ача амăшĕ Рената Ракова - иккĕмĕш вырăнта. “Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнатпăр. Спортпа туслă. Килте ачасене валли кĕлеткене пиçĕхтермелли ятарлă кĕтес хатĕрлерĕмĕр”, - ăнлантарать вăл.

Улатăрти икĕ ача амăшĕ Вера Шумилова - конкурс çĕнтерÿçи. “Амăшĕ - тĕнчере чи яваплă çын. Ачасем пурнăçа юратни, вăр-вар пулни, йăлт пĕлме ăнтăлни хавхалантарать. Пепкесене чун-чĕререн юратмалла, çакă вĕсене çирĕп утăм тума, пурнăçра хăйсене тупма пулăшĕ. Тĕпренчĕксем чи пысăк пуянлăх пулни яланах асра. “Анне, сана юрататпăр”, - тени маншăн - савăнăç, телей”, - çирĕплетет хĕрарăм.

“Ачалăх - шухăшсăр та телейлĕ вăхăт. Аслисен тĕпренчĕксене аталанма лайăх услови туса памалла. Юратнă ачасене ăшăлăх, килĕшÿ ытамĕнче, ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ çумĕнче çитĕнме сунатăп. Çемьере çураçу хуçалантăр, ача нумайрах çуралтăр. Пепке - пурнăç тĕшши-çке”, - ЧР Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçин Ольга Зайцевăн салам сăмахĕсене те пĕтĕм халăх илтмелле вуласа пачĕç.

Конкурс çĕнтерÿçисене хаклă парнесемпе чысларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
Чувашская Республика, г. Чебоксары, пл. Республики, д. 2, оф. 119
Телефон: (8352) 62-81-77
Факс: (8352) 62-81-77
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика