Чувашская республиканская общественная организация «Союз женщин Чувашии»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлĕхре — вăй

20 сентября 2016 г.

Пĕрлĕхре — вăй

Чăваш республикинчи Хĕрарăмсен союзĕ ĕç-хĕлне тĕрлĕ гранта тивĕçсе аталантарса пырать. Вĕсенчен пĕри — «Чăваш Ен — тĕрлĕ халăхăн пĕрлĕхĕн тата культурин вăйĕ». Проектăн тĕп шăнăрĕ республикăри тĕрлĕ наци культурине çĕклессипе, ырă йăла-йĕркине чĕртсе тăратассипе, упрассипе, аталантарассипе çыхăннă. Ăна пурнăçа кĕртнĕ май хĕрарăмсен общество организацийĕ пултарулăх тĕрлĕ фестивалĕ йĕркелет. Вĕсен йышĕнче: «Наци апат-çимĕçĕн маçтăрĕ», «Чăваш Енри тĕрлĕ халăхăн наци çи-пуçĕ», «Халăхсен сăпка юррисем», «Чăваш Енри тĕрлĕ халăхăн уявĕсемпе йăли-йĕрки», «Чăваш Енри тĕрлĕ халăхăн юрри, сăвви тата ташши», «Наци эксклюзивĕ», «Çемье альбомĕ».

Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта асăннă проекта пурнăçланă май черетлĕ уяв — «Чăваш Енри тĕрлĕ халăхăн наци пуянлăхĕ» фестиваль — иртнĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа унăн мăшăрĕ Лариса Юрьевна, Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Ольга Зайцева, ЧР сывлăх министрĕ Алла Самойлова, сумлă ытти хăна хутшăннă.

— Паян Çĕнĕ Шупашкар çыннисемпе хăнисене эпир Хĕрарăмсен союзĕн районсенчи тата хуласенчи уйрăмĕсен чи сумлă та пархатарлă ĕçĕсемпе паллаштаратпăр, — тенĕ Светлана Юрьевна.

Çавна май Çĕнĕ Шупашкарти пасар умĕнче пысăк лапам ĕçленĕ. Унта пахчаçăсен, халăх промыслине кăмăллакансен ĕçĕсемпе паллашма май килнĕ. Республикăра пурăнакан тĕрлĕ халăх тумне ятарлă дефилере кăтартнă. Йăла-йĕркене упракансем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Хăнасем тĕрлĕ наци апатне тутанса пăхма пултарнă.

Татьяна НАУМОВА

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
Чувашская Республика, г. Чебоксары, пл. Республики, д. 2, оф. 119
Телефон: (8352) 62-81-77
Факс: (8352) 62-81-77
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика