20 июня 2011 г.
Ĕлĕк пĕр ачаллă çемьесем пулманпа пĕрех. Теприсем 10 ытла хĕрпе ывăла ура çине тăратнă. Пурнăç йывăр тесе паян чылайăшĕ йыш хушма шикленет. Пĕррепе çырлахакансем те йышлă. “Хама валли пур, çитет”, - теççĕ ун пеккисем. Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси ялĕнче пурăнакан Ядаковсем вара пилĕк ача ÿстереççĕ.
Эльвира Михайловнăпа Виталий Владимирович иккĕшĕ те - педагогсем. Анчах паян вĕсенчен пĕри те шкулта ĕçлемест. Физкультура учительне вĕренсе тухнă кил хуçи темиçе çул ĕнтĕ Мускаври пĕр предприятире тăрăшать. Уйăх çурăра пĕр хутчен 7-8 кунлăха килсе каять. Эльвира Михайловна маларах шкулта ĕçленĕ-ха, пĕлтĕртенпе - Чăрăшкассинчи ача сачĕн воспитателĕ. Пилĕк ача амăшĕ общество ĕçне хутшăнма та вăхăт тупать. Вăл - вырăнти ял тăрăхĕн депутачĕ, Чăрăшкасси шкулĕнчи ертсе пыракан канашăн председателĕ.
Ядаковсен тĕпренчĕкĕсем хальлĕхе вĕтĕрех. Асли 6-мĕш класс пĕтернĕ, кĕçĕнни - 2,5 çулта. Пĕчĕкренех вĕсем ĕçе хăнăхса пыраççĕ. 6-мĕш класс пĕтернĕ Сергей шăллĕ-йăмăкĕшĕн хăйне евĕр тĕслĕх. Вăл выльăх-чĕрлĕхе те пăхать, шăллĕ-йăмăкĕ патне садике те чупать. Аслă хĕрĕсем амăшне урай çуса пулăшаççĕ, апат пĕçереççĕ.
Нумай ачаллă çемье патшалăх кÿрекен çăмăллăхсемпе усă курнипе кăсăкланатăп та, шкул кĕнекисене те Ядаковсем тÿлевсĕр илмеççĕ иккен. “Çемье сахал тупăшли çинчен социаллă хÿтлĕх пайĕнчен справка пулсан пулăшаççĕ тенине илтнĕ-ха, анчах çынсенчен аван мар”, - тет Эльвира Михайловна. “Виçĕ е ытларах ачаллă çемьесене пÿрт тума çĕр уйăраççĕ тенĕрен ял тăрăхне кайса пăхрăм та ыйту çыртармарĕç, унсăрах шута илнине пĕлтерчĕç...” - вырăнти тÿре-шара питех хапăл туманни сисĕнчĕ пилĕк ача амăшĕ каласа панинчен.
“Пилĕк ача çуратма хăрамарăр-и?” - ыйтатăп Эльвира Михайловнăран. “Турри панă та - çуратнă”, - хуравлать хĕрарăм. Йывăрлăхсенчен шикленмен çемье пирки, шел те, ялта тĕрлĕрен калаçакансем пур. “Ку каллех хырăмпа утать”, - куç умĕнчех çапла персе яракансем те, “Упăшки тахçан та пĕрре кăна килет. Хăш вăхăтра çуратса ĕлкĕрет?” - тесе варалакансем те тĕл пулаççĕ иккен.
Çын мĕн калаçсан та Ядаковсен - хăйсен савăнăçĕ. Ăна вĕсем ачасен шăв-шавĕнче тупнă. Аслисем кăна-и, кĕçĕннисем те йышлă çемьере пуласшăн. Ахальтен мар ĕнтĕ тăваттăри хĕрĕ Нина урамра е хăнара пĕчĕк шăпăрлана курсанах: “Тепĕр ача илсе килмĕн-и? Халĕ Егор пысăкланчĕ, ăна йăтса çÿремелле мар”, - тесе амăш куçĕнчен пăхать. “Текех памаççĕ”, - суеçтерет асли тĕпренчĕкне. Хăйĕн вара тăлăх ачана усрава илес шухăш та явăнать иккен хушăран.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.