Чăваш Ен Пуçлăхĕн мăшăрне Лариса Игнатьевăна республикăри Хĕрарăмсен союзĕ урлă пĕлетĕп. Ун ĕçне хастар хутшăнать вăл. Çак союзăн правлени членĕ пулнă май, пĕрре кăна мар курнă Лариса Юрьевнăна, сăпайлăхĕнчен тĕлĕннĕ... Вулаканăмăрсене тахçанах ун çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартас килетчĕ. Республикăри пĕрремĕш леди мĕнле пурăнни пире, хĕрарăмсене, пушшех те кăсăклантарать-çке. Официаллă мар пĕр тĕлпулура Михаил Васильевичран мăшăрĕнчен интервью илмешкĕн ирĕк ыйтнăччĕ. "Хăйĕн кăмăлĕ", - пулнăччĕ хурав. "Çав таран демократиллĕ лару-тăру-ши ку çемьере?" - мĕлтлетнĕччĕ пуçра шухăш. Лариса Юрьевна патне çак ыйтупа шăнкăравланă хыççăн иккĕленÿ тĕппипех сирĕлчĕ. Чăнласах çичĕ чаршав хыçне нимĕн те пытарма тăрăшманни Лариса Игнатьева журналистпа тĕл пулмашкăн пĕр турткаланса тăмасăр килĕшнинчен, каярахпа ыйтусене уçăмлăн та тĕплĕ хуравланинчен сисĕнчĕ. Пушшех те, хуравсăр пĕр ыйтăва та хăвармарĕ ăш пиллĕ хĕрарăм.
- Мĕнле пурăнатăр-ха? - чăваш йăлипе дежурнăй ыйтуран пуçларăм калаçăва.
- Пурăнатпăр-ха, çынсем пекех, - сăпайлăн йăл кулчĕ Лариса Юрьевна. - Нимĕн кăсăкли те çук пирĕн пурнăçра.
- Сирĕншĕн çапла пулĕ те, ыттисем сирĕн кашни утăма тенĕ пек сăнаççĕ-тĕр... Юрĕ, ыйтусене пуçлам-ха. Пирĕн вулакан хушшинче хĕр-хĕрарăм ытларах. Вĕсенчен вара кашниех лайăх упăшка пирки ĕмĕтленет. Эсир хăвăр пирки "ăнăçлă качча тухрăм” теме пултаратăр-и?
- Хамăн шухăшпа, кунсем-çулсем иртнĕ хыççăн хыçалалла çаврăнса пăхнă май, ăнăçлах пек туйăнать. Çамрăк чухне ăна-кăна питех шухăшлама пĕлмен те эпир. Килĕшекеннине шыранă. Ăнăçлă тухнине мĕнле ăнланмалла ĕнтĕ? Ачасем тĕрĕс-тĕкел, упăшка йĕркеллĕ. Çавă савăнтарать.
- Сирĕн упăшка - республика Пуçлăхĕ. Пурнăç çапла çаврăнса тухма пултарасса шухăшлама пултарнă-и эсир унпа çемье çавăрнă чух?
- Кун çинчен ĕмĕтленме мар, шухăшлама та пултарайман эпир. Пĕрлешнĕ хыççăнах, ун чухне мăшăрăм бригадирта ĕçлетчĕ, ялта тымар ятăмăр, 12 çул упăшкан тĕп килĕнче хунямапа пурăнтăмăр. Колхоза ертсе пыма та шанчĕç мăшăрăма. ЧР ял хуçалăх министерствин лавне кÿлĕнсен ĕç тата нумайланчĕ, яла тăтăш çÿреме кăткăсланчĕ. Ачасем çуралчĕç. Анчах та çемье вăл пĕрле чухне çирĕп, упăшки унта, арăмĕ кунта пулсан уйрăлса каясси те часах. Çапла пĕрлех пулас тесе хулана куçрăмăр. Халĕ акă тата яваплăрах çĕрте вăй хурать мăшăрăм.
- Калаçура эсир "кĕвĕçекен те пур” терĕр. Пĕр шухăшласан, сире кĕвĕçмесен кама кĕвĕçмелле тата? Халăх умĕнчи çынна кĕвĕçнинчен тĕлĕнме те кирлех мар-тăр. Кун пек чухне, пачах тепĕр май, юлташсене упраса хăварма йывăртарах - лайăх пурăннине пурте чăтаймаççĕ. Пулăшакансем пур-и?
- Пулăшаканасем çук тесе калас килмест. Шкулта пĕрле ĕçленĕ юлташсемпе çыхăнăва татмастпăр. Эпир çемьере тăватă хĕр çитĕннĕ - аппа-йăмăк пулăшма яланах хатĕррине пĕлсе тăратăп. Упăшка та йышлă çемьере ÿснĕ - пĕр-пĕринпе калаçса чуна йăпатма тăван-пĕтен пур.
- Пĕр интервьюра Михаил Васильевич сире чи малтанах куçăр çиçнине пула асăрханине каланăччĕ. Эсир вара ăна мĕншĕн килĕштертĕр?
- "Пĕрре курсах килĕштернĕ" тесе пирĕн çинчен каланăнах туйăнать. Чи пĕрремĕш хут курни халĕ те асăмрах - çÿллĕ, яштака, хуп-хура куçлă... Пĕрре пăхрĕ те - пăталаса хучĕ. Пĕтрĕм! Ун çумĕнче ытти каччăсем те пурччĕ-ха, анчах та урăх никама та асăрхамарăм. Вăл ман çине пăхнă чух çăлтăр çуталса илчĕ. Çапла хутшăнма, пĕр-пĕрне сăнама пуçларăмăр. 1,5 çулталăкран туй турăмăр.
- Канфет-шăккалат тапхăрĕнче савнисен ырă енĕсене кăна куратпăр эпир. Каярахпа ытти енĕ те, тен, пире килĕшсех кайманни те, уçăлса пырать. Халĕ, пиçсе çитнĕ хĕрарăм куçĕпе-чунĕпе: калăр-ха - кам вăл сирĕншĕн - чăн-чăн арçын?
- /Пĕр вăхăт шухăша кайнă хыççăн/. Чăн-чăн арçын вăл маншăн - шухăшне тĕрĕс палăртса, тĕрĕс пĕтĕмлетÿсем туса сăмахне тытма пултаракан, палăртнине вĕçне çитерекен. Пурнăçра унран хакли çук.
- Çакăн пек арçын нумай-и чăваш хушшинче?
- Нумаях тесе каласшăн мар.
- Сирĕн мăшăр вара эсир каланине тивĕçтерет-и?
- Тивĕçтерет. Вăл хăйĕн сăмахне яланах çирĕп тытать.
- Упăшка чăн-чăн арçын пулни лайăх, паллах, кирек мĕнле хĕрарăм та мăшăрĕ хыçĕнче пурăнма ĕмĕтленет. Анчах та "арçын пуçĕ пулсан хĕрарăм - мăйĕ" текен каларăш пур. Сирĕн çемьешĕн кăтартуллă-и вăл?
- Мăшăрăм яваплă вырăнта ĕçлесен те çемье, ачасем пирки шухăшлать - çакă паха. "Эпĕ каланă пек пулать!" темест, манăн сĕнÿсене те итлет. Хĕрарăмăн ăс-тăнĕ, шухăшĕ çулсем иртнĕçемĕн улшăнса, çирĕпленсе пырать. Пĕрле пурăнакана та хăнăхса çитетĕн çак тапхăрта, хăш самантра хăш кнопкине пусмаллине пĕлетĕн. Унăн ĕçне кура пăхатăн ĕнтĕ, ывăнсах таврăннă чух шарламастăн - телее, кун пекки сайра пулать-ха. Ытти чух вара шÿтленĕ майăнах хам калас тенине ун патне çитеретĕп - ĕçне тăвас пулать-çке пурпĕрех. Эпĕ усал шухăшпа мар вĕт, çемьене лайăх тăвасшăн. Çакна ăнланать вĕт вăл. Çапла канашласа татса паратпăр ыйтусене.
- Михаил Васильевич карьера картлашкипе çÿлерех те çÿлерех улăхса пынă май сирĕн пурнăç мĕнлерех улшăнса пычĕ?
- Айккинчен пăхсассăн картлашкапа улăхса пынă майăн пурнăç лайăхланса пынă пек туйăнать пулмалла... "Упăшки унта ĕçлеме пуçларĕ те, ай, арăмĕ хитре тăхăнма пуçларĕ", - теççĕ. Анчах та чунра мĕн пулса иртнине никам та пĕлмест... Пуçлăх арăмĕн, калăпăр, туйăмсене те ирĕке яма юрамасть, çын умĕнче хăвна яланах лайăх тытмалла. Килте те... Упăшка ĕçрен ывăнса таврăнать. Ăна канмашкăн майсем туса парас, тутлă çитерес килет. Çапла вара килти ĕç ытларах, паллах, хам çине тиенет. Калăпăр, килте юсав ĕçĕсем тата ытти ирттермелле. Кам тăвать тетĕр? Йăлтах хам вĕт...
- Çапах та пĕлес килет - Михаил Васильевича республикăна ертсе пыма пĕрремĕш хут сĕннине мĕнле йышăнтăр? Çапах та ытла яваплă-çке.
- Мускавран çак хыпарпа Дмитрий Анатольевич хăй шăнкăравларĕ. Эпир çав самантра килтеччĕ. Мăшăрăм унпа калаçнă хыççăн республика Пуçлăхне ăна лартассине пĕлтерчĕ. Эпĕ шÿтлет пулĕ терĕм... Тĕрĕссипе, вăл хăй те шансах кайман ăна суйласа илессине, списокри ытти хушаматсем те сумлăччĕ те... Унтан вара çак шухăш килчĕ - халĕ ĕнтĕ яваплăха туйса ĕçлес пулать. "Йышăннă, апла тăк пултаратăн, - терĕм мăшăрăма. - Команда пуçтарса çанă тавăрса ĕçлемелли кăна юлать".
- Мĕнле туйăм пĕрремĕш пулчĕ çапах та: савăнтăр-и е шиклентĕр-и пăртак?
- Савăннине астумастăп. Малтан - тĕлĕнтĕм. Унтан "малалла мĕнле пурăнмалла?" текен шухăш пулчĕ.
- Халĕ акă каллех Михаил Васильевичшăн сасăласа иккĕмĕш тапхăр республикăна ертсе пыма шантăмăр. Анчах та суйлав тапхăрĕ кăткăслăхпа кăна мар, таса мар технологирен те пуян пулчĕ... Çакна мĕнле чăтса ирттертĕр? Мĕн кăна тăкăнмарĕ вĕт! Ачасене ашшĕ пирки тĕрĕс мар сăмахсем илтме пушшех çăмăл мар ахăр...
- Суйлав вăхăтĕнче çăмăл пулмарĕ... Тĕрлĕ хаçатра тĕрĕс мар, вараланчăк информаци нумай пичетленчĕ... Эпĕ вара хама çапла хытартăм - ман мăшăр ĕçлет-и çав вырăнта е урăххи-и - çав вараланчăк пурпĕрех пулатчĕ вăл. Çырсан-çырсан, калаçсан-калаçсан чарăнĕç-ха терĕм... Юлашкинчен кулянма та пăрахрăм темелле. Ачасемшĕн кăна пăшăрханаттăм. Иккĕшĕ те шкулта вĕренеççĕ ун чухне. Общество транспортĕнче хăйсене кăна яма хăракан пултăм. Усал шухăшлисем, калăпăр, кĕсйисене вăрттăн мĕн те пулин чиксе ярсан?.. Кайран хăть те мĕнле ĕнентер "манăн мар” тесе... Ачасемшĕн питĕ хăрарăм. Вĕсем ăçта çÿренине, кун йĕркине питĕ çирĕп хытартăмăр ун чухне. Кашни утăмне тĕрĕслесе тăраттăмăр. Чăн та, çакă вĕсене килĕшместчĕ. Анчах мĕн тăвăн?
- Эсир икĕ ачана кун çути кăтартса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларатăр. Ывăлăр хамăрăн университетра юриста вĕренет. Ачасен пуласлăхне мăшăрпа палăртатăр-и е пепкĕрсене хăйсене суйлама ирĕк панă-и?
- Нумай шухăшларăмăр... Ют хула пирки те шухăш пурччĕ. Çапах та хамăр çумрах тытас терĕмĕр. Хамăр университет та Мускавринчен нимĕнпе те кая мар. Юрист çулне вара... Ашшĕ хăй те юриста вĕреннĕ. Саккунсене пĕлни пăсмасть. Тепĕр тесен, каярахпа тепĕр специальноç илме те пулать вĕт.
- Сирĕн мăшăр яланах яваплă вырăнта тăрăшнă-ха. Апла тăк, çемьене тимлĕх нумай уйăрайманни паллă. Паçăр авă хăвăр та каларăр килти ĕç ытларах сирĕн çине тиенни пирки. Çав вăхăтрах хăвăр та килте лармастăр - РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри управленийĕнче кадр пайĕн пуçлăхĕн заместителĕнче вăй хуратăр. Мĕнле ĕлкĕретĕр? Чăн та, сирĕн пирки нумайăшĕ ниçта та ĕçлемест тесе шухăшлать...
- Куçранах калакан та пур. Ĕçлеме мĕн ачаран хăнăхнă. Унсăр пуçне, ĕç мĕн чухлĕ нумайрах - пурăнма çавăн чухлă кăсăклăрах пек туйăнать мана. Килте ларсан мăклансах ларас пулать. Тата килте ĕçлемесĕр ларакан çынна кам хисеплетĕр? Кил хуçи арăмĕ кăна пулса юлас килмерĕ манăн /кулать/.
- Кил хуçи арăмĕ те тĕрлĕрен пулать-çке. Ав майрасем ниçта та ĕçлемесĕр илемлĕх салонĕсенчен тухма пĕлмеççĕ... Сирĕн те çавăн пек салонран салона, тренажер залне çÿремелле пек кăна туйăнать...
- Пирĕн тренажер авă - пахча /кулать/. Пирĕн 20 сотка çĕр пур, çуркунне-кĕркунне ĕç питĕ нумай. Канмалли кунсенче кăштах пулăшкалама упăшка та вăхăт тупать. Газон çулнă чухне те вăл ĕç пиркиех шухăшлать - мĕн тунă, мĕн туса çитереймен... Кайран эрне тăршшĕпе çав шухăшсене пурнăçа кĕртет. Çĕр ĕçĕ пирĕн кăмăла уçса ярать, чун канать. Йăран тăватăн та - шăтса тухасса кĕтетĕн, унтан - ÿсессе, çеçке çурасса... Пахчаçимĕçне те савăнсах пуçтаратăн.
- Мăшăрăра ытларах мĕнле апатпа сăйлатăр? Мĕн тери чаплă ресторан шеф-поварĕсемпе тупăшма тивет вĕт сирĕн...
- Чаплă ресторан апатĕнчен ытларах килтине кăмăллать вăл. Духовкăра çĕрулми пĕçеретпĕр - унăн чи юратнă апачĕ ку. Кăштах çу сĕретĕп, тăвар сапатăп... Килте тăварланă хăяр-помидор, купăста, анне хур-кăвакал усраса парать. Поварĕсемпе ăмăртма та тăрăшатпăр-ха ĕнтĕ. Хĕрĕме те тĕпеле явăçтаратăп.
- Ачасене воспитани панă çĕре мĕнле тÿпе хывать мăшăр?
- Хутшăнать, арçын ачана çапах та ашшĕн сăмахĕ кирлех. Ывăл акă 18 тултарчĕ те унпа ытларах ашшĕне калаçма ыйтатăп.
- Итлет-и вара? Паянхи çамрăксем хăйсене ирех ÿссе çитнĕ пек тыткалаççĕ вĕт.
- Итлет, ашшĕнчен иртнине асăрхаман. Хĕрачин тем пулмасан ашшĕ унпа мана калаçма ыйтать.Темĕн те пулать. Пĕрре çаплаапат çирĕмĕр те пăхатăп, ывăл чашăкне лартса хăварать. Пĕрре пулчĕ çапла, тепре... "Чашăкна мĕншĕн çумастăн вара? - тетĕп. - Сан хыççăн çумашкăн тирпейлÿçĕ çук". Хуравĕ хама та тĕлĕнтерсех ячĕ. "Атте çумасть-çке", - тет. Вăт арçын... Ачасем пире çав таран сăнаççĕ тесе кам шухăшланă?
- Мĕнле тухрăр вара çав лару-тăруран?
- Ăнлантарма тиврĕ ĕнтĕ. Ара, ашшĕне, яваплă вырăнта ĕçлесе ывăнса таврăнаканскерне, савăт-сапа çутарса лармастăп ĕнтĕ тата. Вăт ывăл та çав шая çитсен калаçма пулать - çумасăр лартса хăварма юрать-и савăт-сапа? Çапах та ашшĕне ывăлпа калаçма ыйтрăм - арçын ачана арçын сăмахĕ, тĕслĕхĕ кирлĕ.
- Михаил Васильевич ĕçре çирĕп ыйтнине пурте хăнăхнă ĕнтĕ. Килте, савнă мăшăр, куç тулли ачасем çумĕнче, çемçелет-и?
- Çемçелет чăнах та. Ачасемпе шÿтлет. Ашшĕ килте сайра пулнине пепкемĕрсем ачаран хăнăхнă-çке, хутшăнас килет вĕсен те. Ачасем кунĕпе мĕн тунипе, ыранхи плансемпе кăсăкланать. Ыранхи ĕçсене планласан, хăй еккипе ямасан йăлтах ĕлкĕрме пулать - çакна хăнăхтарасшăн ачасене. Манăн кун мĕнле иртнине те ыйтать, тăван-хурăнташ хушшинчи хыпарсемпе кăсăкланать. Ĕç пирки çеç хам пуçарса нихăçан та калаçмастăп килте.
- Шăпах çакăн пирки ыйтасшăнччĕ-ха. Нивушлĕ республика тилхепине турткалама пачах та хутшăнмастăр?
- Хăшĕсен пур çавăн пекки: кама ĕçе илмелле, кама кăлармалла - йăлт мăшăрĕсем пĕлсе тăраççĕ. Эпĕ кун пек ыйтусене пачах хутшăнмастăп. Вăл е ку çын мĕнле ĕçленине пĕлместĕп, апла тăк епле сĕнме пултарăп-ха? Хăй шухăшласа хăй татса парать.
- Эсир общество ĕçне те хастар хутшăнатăр - республикăри Хĕрарăмсен союзĕ çумĕнчи Попечительсен канашне ертсе пыратăр. Калăр-ха: республика Пуçлăхĕн мăшăрĕ пулни пулăшать-и çак ĕçре?
- Пулăшать пек туйăнать. Ыйтусене татса пама çăмăлрах, инкеке лекнисене пулăшма ыйтсан хирĕçлекен çукпа пĕрех. Калăпăр, сусăр ача ÿстерекен амăшĕсене пулăшмасăр епле-ха? Инкеке ыйтса илмеççĕ вĕт. Такампа та темĕн те сиксе тухма пултарать. Вăхăтра пулăшма тăрăшмалла. Тепĕр чухне, тен, ăшă пĕр сăмах та лару-тăрăва улăштарма пултарать.
- Сирĕн ĕç кунĕ мĕнрен пуçланать? Михаил Васильевич ирсерен Атăл хĕрринче чупнине пĕлетĕп. Эсир ку енĕпе унпа пĕр командăра мар-им?
- Спортпа мĕн ачаран туслă-ха. Хамăр ÿснĕ чух кил картине тап-таса тирпейленĕ хыççăн хĕлле те тапăчкипе футболла выляттăмăр. Аннен тапăчкине çĕтсех пăрахнăччĕ çапла. Халĕ те хĕлле, калăпăр, йĕлтĕр йĕрĕ тăтăшах хыватпăр. Анчах та мăшăрпа пĕрле ирех тăрса чупма... Эпĕ çурçĕр иртмесĕр нихăçан та выртмастăп, вăл вара ирхи 4-5 сехетре ура çинче... Вăл таврăннă çĕре пăтă пĕçеретĕп. Унпа чупса çÿресен ирхи апат кам хатĕрлет? Тепĕр тесен, манăн хамăн та тирпейленсе 8 сехет тĕлне ĕçе çитмелле вĕт.
- Пурăнан пурнăçра темĕн те пулать... Чунра йывăр самантра е кăмăл пусăрăнса килсен мĕн тăватăр? Тăванăрсемпе калаçса йăпаннине каларăр-ха...
- Пуçĕпех ĕçе путатăп. Килте пухăнса кайнă пур ĕçе те пурнăçлатăп. Унсăр пуçне эрнере икĕ хут бассейна çÿретĕп. Ун пек самантсенче шыва чăматăп та ишетĕп-ишетĕп... Çакăн хыççăн йăлт çăмăлланса каять.
- Мĕн чухлĕ куратăп сире - сăпайлăхăртан тĕлĕнсе çитерейместĕп. Палламан пулсан Пуçлăх арăмĕ тесе шухăшлас та çук. Сире статус çапла пулма хистет-и е воспитанирен килет-и çакă?
- Ачаран çапла ÿснĕ эпир. Нихăçан та сăмса каçăртса çÿремен.
- Каçăртмалăх сăлтавĕ пур-ха та...
- Пур пуль... Ача чухне шкулта та "пиллĕк" паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пынă. Качча тухнă хыççăн 1,5 çултан мăшăра колхоз председательне суйларĕç. "Малтанхи председателĕн арăмĕ çавăн пекчĕ, канса кăна çÿретчĕ”, - тетчĕç. Манăн мăнаçланасси пуçра та пулман. Пуçăмра яланах пĕр шухăш - ĕçе каймалла, килте тирпейлемелле... Çаксене тусан вара чунра канлĕ манăн. Каппаясси юнра çук пирĕн. Тепĕр тесен, аван та мар ку. Пуç каçăртса çÿрекенсене чăваш нихăçан та хисеплемен. Çакна ăнланатăп вĕт-ха эпĕ.
- Мĕнле çемьере мĕнле воспитани илсе ÿснĕ эсир? Çапах мĕнле çимĕç пуласси вăрлăхран килет йăлтах.
- Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимешре çуралса ÿснĕ эпĕ. Тăватă хĕре ура çине тăратнă атте-анне. Ачалăхăм çăмăл пулман. Атте çамрăклах ĕç инваличĕ пулса юлчĕ. Анне ĕçе çÿренипе пирĕн çумра ытларах атте пулнă. Пĕтĕм ыйтупа ун патне пыраттăмăр. Çÿçе те аттех хăюпа илемлĕн пуçтаратчĕ. Аттепе чăн-чăн юлташ пулнă эпир. Ĕçе те пире ачаранах хăнăхтарнă, колхоз уй-хирĕнче сахал мар тар юхтарнă. Анне те малтан колхозра ĕçлетчĕ. Каярахпа, атте сусăрлансан, ăна пăхма çăмăлрах пултăр тесе больницăна санитаркăна куçрĕ. Килти ĕç йăлт пирĕн çине тиеннĕ. Пĕри пÿртре тирпейленĕ, тепри - картишĕнче. Унта та, кунта та яланах тап-таса пулнă. Картишне шăпăрпа шăлсах тасататтăмăр.
- Хĕре çапах та амăшĕн сĕнĕвĕ кирлĕ. Сире пăхатăп та, арçын тĕлĕшпе питĕ ăслă политика тытса пыратăр. Арçынпа мĕнле пулмаллине аннĕр вĕрентнĕ-и?
- Çук, эпĕ аякка качча тухнă та аннепе кун пек ыйтусемпе калаçсах кайман. Пĕчĕккĕн йăлтах хам хăнăхса пынă темелле. Пурнăç хăех вĕрентет.
- Арçынпа хĕрарăм хутшăнăвĕ пирки сăмах пуçарнă чух калăр-ха: упăшкана мĕншĕн каçармалла мар? Е унăн пур çылăхне те куç хупса йышăнмалла-и? Арçын арçынах, сак ваклать те вут тăвать, тет вĕт чăваш...
- Ун пек шухăш манăн пуçра нихăçан та пулман та... тем каламалла... Ун пек шухăш валли сăлтав та пулман. Çынран килет пулĕ. Хăшĕсем пĕчĕк айăпшăнах каçармалла мар тесе шухăшлаççĕ, анчах та пирĕнтен пĕр айăпа кĕмесĕр кам пурăнма пултарать? Çемьене упраса хăварас тесессĕн темшĕн те каçарма май пур пек туйăнать.
- Михаил Васильевич ăçта кăна çитмест, кампа кăна калаçмасть. Тепĕр чух чунра кĕвĕçÿ йăшăлтатмасть-и?
- Арçын киле таврăнсан çемьере хăйне мĕнле тыткаланинченех йăлтах курăнать. Хĕрарăм хăех йăлтах сисет. Кĕвĕçмелли-вĕчĕрхенмелли асăрхаман-ха. Вăл халăх умĕнчи çын, çавăнпа та унăн пушшех те хăйне йĕркеллĕ тытмаллине ăнланать вăл.
- Сирĕнпе Амăшĕн кунĕ умĕн тĕл пуласшăнччĕ. Анчах та çав вăхăтра хулара пулмассине каларăр. Кĕçех официаллă çăлкуçсем республика Пуçлăхĕ отпуска кайнине пĕлтерчĕç. Вăрттăнлăх мар тăк, ăçта кайрăр-ха канма?
- Алтай тăрăхĕнче кантăмăр. Сывлăш питĕ таса унта. Церковка текен туран инçех мар пултăмăр. 2000 ытла метр çÿлелле çуран хăпартăмăр-антăмăр, пĕрле 20 километр ытла пулать.
- Ытти чухне упăшкăра йĕркеллĕ кураймастăр та, кунта вара вăл - сирĕн кăна... Мăшăр çумĕнче ирĕлсе килентĕр кăна пулĕ?
- Эсир ун пек калатăр-ха. Эпир талăкра 24 сехет пĕрле пулма хăнăхман вĕт... "Хăвăртрах ĕçе тухмалла", - шухăш патне çитрĕмĕр иксĕмĕр те!
- Канма та пĕлместĕр-çке...
- Ара, ĕçре ытларах пуçа çĕмĕрттеретĕн, килте вăй хурса тăрăшатăн. Эпĕ ачасене те вĕрентетĕп - тĕрлĕ ĕç вăл чуна та, кĕлеткене канма пулăшать кăна.
- Тавтапуç пирĕнпе тĕл пулса чуна уçса калаçмашкăн вăхăт тупнăшăн.
Маргарита ИЛЬИНА хатĕрленĕ.
Игнатьевсен çемье архивĕнчи сăнÿкерчĕксем.